22 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр.
Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.
Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.
Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.
«Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп».
Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ».
Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.
«Хамӑр пекех Святой Сывлӑш илнӗ ҫынсене шывпа тӗне кӗртме кам чарма пултарӗ?»
«Ӗненме пуҫласассӑн эсир Святой Сывлӑш илтӗр-и?» – тенӗ вӑл вӗренекенсене. «Эпир Святой Сывлӑш пур тенине те илтмен», – тавӑрнӑ лешсем.
Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем!
Кусем пынӑ та, Самари ҫыннисем те Святой Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ.
Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр?