Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 20:2 - Синодальный НЗ

2 Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 20:2
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ.


Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу».


«Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария.


«Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм».


Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.


Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ.


Мӗн пулса иртни ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ, ҫак йӗркесене ҫыраканӗ – шӑпах та ӗнтӗ ҫав вӗренекен. Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн, ҫавна пурте пӗлсе тӑратпӑр.


Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку – Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку – Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ