18 Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ.
Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене: «Ан хӑрӑр, кайӑр та ӗненекен тӑванӑмсене Галилейӑна пыма калӑр. Мана вӗсем унта тӗл пулӗҫ», – тенӗ.
Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ.