Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 20:17 - Синодальный НЗ

17 «Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 20:17
48 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен кам Ҫӳлти Аттем ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен, сирӗнтен маларах Галилейӑна ҫитсе кӗтсе тӑрасси ҫинчен Унӑн вӗренекенӗсене хӑвӑртрах кайса пӗлтерӗр. Эсир Ӑна Галилейӑра тӗл пулӑр. Ман сире ҫакна каламалли пурччӗ».


Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?


Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.


Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.


Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.


Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.


Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Сахал пулсан: „Сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп.


„Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».


Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.


Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ.


Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт.


Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп.


Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ.


«Эпӗ вара сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те тытса тӑракан Хуҫамӑр».


Мӗншӗн тесен эсир пурсӑр та Христос Иисуса ӗненнипе Турӑ ывӑлӗсем пулса тӑтӑр.


Анчах та вӗсем лайӑхрах ҫӗр-шывалла, тӳпери ҫӗр-шывалла ӑнтӑлнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Хӑйне вӗсен Турри тесе калама вӑтанмасть, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.


– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.


Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.


Ҫав самантрах тӳперен ҫапла калакан вӑйлӑ сасӑ илтрӗм: «Акӑ, Туррӑн ҫынсем хушшинче пурӑнмалли чатӑрӗ. Малашне Вӑл ҫынсемпе пурӑнӗ, вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсен Турри пулӗ.


Ҫӗнтерекен пӗтӗмпех еткерлӗхе илӗ, вара Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ