Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 20:16 - Синодальный НЗ

16 «Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 20:16
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.


«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тенӗ ӑна Иисус. «Вӗрентекен! Манӑн куракан пуласчӗ», – тенӗ Ӑна суккӑр ҫын.


«Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».


Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем.


«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.


Ӑна хуралҫӑ алӑкне уҫса парать, сурӑхсем ун сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӑларать.


Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».


– Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.


«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ.


Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?»


Пӗррехинче, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлнелле, ӑна уҫҫӑнах Туррӑн ангелӗ курӑннӑ. Ангел ун патне пынӑ та: «Корнилий!» – тенӗ.


Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ