14 Ҫапла каласан вӑл хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Иисус тӑнине курнӑ. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен.
Вӗренекенӗсене калама кайнӑ чух сасартӑк вӗсене ҫул ҫинче Иисус тӗл пулнӑ та: «Сывлӑх сунатӑп!» – тенӗ. Вӗсем вара патнерех пынӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ, уринчен тытсах пуҫҫапнӑ.
Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ.
Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман.
Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ.
Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
Ирпе ирех Иисус вӗсене ҫыранта кӗтсе тӑнӑ, анчах вӗренекенӗсем Иисуса паллайман.
Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.