13 «Эй, хӗрарӑм, мӗншӗн йӗретӗн?» – тенӗ ӑна ангелсем. «Хуҫама илсе кайнӑшӑн, Ӑна ӑҫта хунине те пӗлменшӗн йӗретӗп», – тенӗ вӗсене Мария.
«Эсир мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр, мӗншӗн питӗ салхуллӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу».
«Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус.
«Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм».
Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина.
«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».