Ҫавӑнпа Иисусӑн тупӑклӑхне пӗр виҫӗ кун хушши хураллама хушсам. Вӗренекенӗсем Унӑн ӳтне вӑрласа ан кайччӑрччӗ, кайран халӑха: „Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ!“ – тесе ан ҫӳреччӗрччӗ. Ӗҫ-пуҫ кунашкал кайсан вара ҫак юлашки ултав малтанхинчен те усалтарах пулӗ».
Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ.
Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.