6 Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ.
„Ҫӗр кӑкшӑм олив ҫӑвӗ“, – тенӗ лешӗ. Кил-ҫурт пӑхакан ӑна каланӑ: „Хӑвӑртрах лар та парӑм хучӗ ҫине аллӑ тесе ҫыр“.
«Савӑтсене шыв тултарӑр-ха», – тенӗ тарҫӑсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнӑ.
Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалу йӑли пирки тавлашу сиксе тухнӑ.
Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе,
Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.
Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ.
Моисей, мӗн пур халӑха саккунри пӗтӗм пил-хушусене пӗлтерсе, пӑрупа качака юнӗ, шыв, хӗретнӗ ҫӑм тата иссоп туратне илнӗ те халал кӗнеки ҫине, халӑх ҫине сирпӗтнӗ.