20 «Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул хушши тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартасшӑн-и?» – тенӗ ҫакна илтсен иудейсем.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ та ҫулпа утса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Ӑна Турӑ Ҫурчӗпе хуралтисене кӑтартас тесе, Ун патне вӗренекенӗсем пынӑ.
Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен: «Вӑл епле капмар! Ӑна хаклӑ чулсемпе, Турра парнеленӗ япаласемпе илемлетнӗ», – тесе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене каланӑ:
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.