Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 2:2 - Синодальный НЗ

2 Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 2:2
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ.


Ҫавӑн чухне Унӑн вӗренекенӗсем «Турӑҫӑм, Санӑн ҫуртушӑн ҫунни вут пек кӗллентерет Мана» тесе Ҫырнинчех каланине аса илнӗ.


Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.


Хӗрлӗ эрех ҫитменнине курса: «Вӗсен эрехӗ пӗтнӗ», – тенӗ Амӑшӗ Иисуса.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ. Унта Вӑл вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.


Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ.


Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.


Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.


Пурте ҫисе тӑрансан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Юлнӑ татӑксене пуҫтарӑр, нимӗн те сая ан кайтӑр».


Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ.


Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?»


Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай вӗренекенӗ Иисусран сивӗннӗ, Унпа ҫӳреме пӑрахнӑ.


«Сирӗн те пӑрахса каяс килмест-и?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Иисус Вун иккӗшӗнчен.


«Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!»


Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.


Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ:


Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай.


Вара вӗсем ҫулталӑкӗпех Антиохири ӗненекен ушкӑнра нумай-нумай ҫынна Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ. Антиохири вӗренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуҫланӑ.


Вара вӗренекенсем, харпӑр хӑй вӑй ҫитернӗ таран, Иудейӑри ӗненекенсем патне пулӑшу яма шут тытнӑ.


Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр.


Саккун арӑмне упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗр ҫыхӑра пулма хушать. Упӑшки вилсессӗн вара унӑн кама качча каяс килет, ҫавна кайма ирӗк пур. Анчах та ҫынни Хуҫамӑра ӗненекенскер пулмалла.


Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.


Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ.


Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ