14 Вара Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑр, сурӑх, кӑвакарчӑн сутнине тата укҫа улӑштаракансем ларнине асӑрханӑ.
Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ,
Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ».
Иисус кантраран пушӑ тунӑ та вӗсене пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа янӑ, сӗтелӗсене тӳнтерсе тухнӑ.