Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:9 - Синодальный НЗ

9 Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:9
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»


Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ.


Ирод Ӑна тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, анчах Иисус хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламан.


Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.


Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»


«Эсӗ ху ҫапла шутлатӑн-и е ҫын сӑмахӗпе Ман пирки ҫапла калатӑн?» – ыйтнӑ Иисус.


«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».


«Эсӗ манпа та калаҫасшӑн мар-и? – тенӗ вара Ӑна Пилат. – Пӗлместӗн-им, манӑн Сана пӑталаттарма та ирӗкӗм пур, кӑларса яма та ирӗкӗм пур».


Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат тата ытларах хӑраса ӳкнӗ.


Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хам ҫинчен Хам ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ пӗлтерни чӑн. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара Эпӗ ӑҫтан килнине те, ӑҫта каяссине те пӗлместӗр.


Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ