Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:6 - Синодальный НЗ

6 Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:6
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Петр Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Вӑл ӗҫ епле вӗҫленессе курас шухӑшпа картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле ларнӑ.


«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте.


Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.


Пилат вара аслӑ священниксене те, халӑха та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та курмастӑп».


Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.


«Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем.


«Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп.


Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем.


Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп».


Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ