42 Тепӗр кунне шӑмат кун – иудейсен канмалли кунӗ – пулнӑран тата тупӑклӑх ҫывӑх пулнӑран Иисуса ҫавӑнтах пытарнӑ.
Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.
Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене.
Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ.
Ку ӗҫ эрне кун пулнӑран иудейсем вилесене хӗрес ҫинче шӑмат кунччен – вӑл шӑмат кун иудейсен мӑн кунӗ пулнӑ – хӑварасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӗсем пӑталанӑ ҫынсен ури тунисене ҫапса ватса хӗрес ҫинчен антарма Пилатран ыйтнӑ.
Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ.
Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.
Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.
Эсир тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлех вилнӗ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ хӑватне ӗненсе Христоспа пӗрлех чӗрӗлнӗ.