41 Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ.
хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ.
Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ.
Тепӗр кунне шӑмат кун – иудейсен канмалли кунӗ – пулнӑран тата тупӑклӑх ҫывӑх пулнӑран Иисуса ҫавӑнтах пытарнӑ.
«Эй, хӗрарӑм! Мӗншӗн йӗретӗн? Кама шыратӑн?» – тенӗ ӑна Иисус. Ку пахчаҫӑ пулӗ-ха тесе, Мария Ӑна ҫапла каланӑ: «Эй, ырӑ Ҫыннӑм! Эсӗ Унӑн ӳтне илсе кайнӑ пулсан, ӑҫта хунине каласамччӗ. Эпӗ Ӑна кайса илӗттӗм».