40 Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ.
Ҫак хаклӑ ҫӑва Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, хӗрарӑм Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ.
Ҫак хӗрарӑм хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: Ман ӳтӗме пытарма хатӗрлесе ҫу сӗрчӗ.
Ҫапах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ. Вӑл пӗшкӗнсе шалалла пӑхнӑ та унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ. Вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла тавӑрӑннӑ.
Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
«Ан чӑрмантарӑр ӑна, – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус. – Вӑл ку ҫӑва Мана пытарас кун валли усрать.
Унтан ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма хатӗрленӗ, вара илсе кайса пытарнӑ.