Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:35 - Синодальный НЗ

35 Сире ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ ҫын ҫирӗплетсе пӗлтерет, вӑл ҫирӗплетсе калани чӑн. Сире ӗнентересшӗн хӑй чӑн каланине вӑл пӗлет.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:35
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!»


Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».


Ҫапла вара, мӗн калани пурнӑҫлансан ӗненччӗр тесе, Эпӗ сире ун ҫинчен малтанах пӗлтерес терӗм.


Эсир те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем пулӑр, мӗншӗн тесен эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле».


Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу».


Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.


Мӗн пулса иртни ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ, ҫак йӗркесене ҫыраканӗ – шӑпах та ӗнтӗ ҫав вӗренекен. Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн, ҫавна пурте пӗлсе тӑратпӑр.


Эпир – Вӑл Иудея ҫӗрӗнче тата Иерусалимра мӗн-мӗн тунине курса ҫирӗплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ӑна йывӑҫ хӗрес ҫине пӑталаса вӗлерчӗҫ.


Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.


Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп:


Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр.


Димитрий ҫинчен пурте лайӑхпа кӑна асӑнаҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй ун ҫинчен каласа ҫирӗплетет. Ун ҫинчен эпир те шантарсах калатпӑр, эпир ҫирӗплетни чӑн пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ