Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.
Иисус Христос Вӑл пирӗн пата шывпа юн урлӑ, Сывлӑш пӗлтерсе ҫирӗплетнипе килнӗ. Вӑл шывпа тӗне кӗрсе кӑна мар, хӗрес ҫинче юн юхтарса килнӗ. Ҫавӑн ҫинчен Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет, мӗншӗн тесен Сывлӑш вӑл чӑнлӑх.