Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ.
Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та.