Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:24 - Синодальный НЗ

24 Ҫавӑнпа вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Хитонне ҫурас мар, шӑпа ярас: кама шӑпа тухать, ҫавӑ илтӗр». Ҫапла майпа Ҫырнинче «тумтирӗме илчӗҫ те хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, кӗпене вара шӑпа ярса валеҫрӗҫ» тесе калани пурнӑҫланнӑ. Салтаксем ҫавӑн пек тунӑ та.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:24
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


Иисуса пӑталакансем Унӑн тумтирне шӑпа ярса пӗр-пӗрин хушшинче валеҫнӗ.


Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.


– Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть.


Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ».


Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ