Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:19 - Синодальный НЗ

19 Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:19
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ.


Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.


Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.


Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.


«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.


Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»


Ҫак самантран пуҫласа Пилат Иисуса ирӗке кӑлармашкӑн май шыранӑ. «Ӑна ирӗке ярсан эсӗ императорӑн тусӗ те мар вара! Хӑйне хӑй патша тесе калакан кашни ҫын – император тӑшманӗ!» – тесе кӑшкӑрашнӑ иудейсем.


Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене.


Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ӳпкелешнӗ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“, – тесе ҫырмаллаччӗ».


«Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ.


Чӑн та, Назорей Иисус вӗрентӗвне хирӗҫ тӑма манӑн хамӑн та нумай тӑрӑшмалла-ха тесе шухӑшлаттӑм.


Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ