18 Хӗрес ҫумне те Ӑна ҫавӑнтах пӑталанӑ. Унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна пӑталанӑ; варринчи хӗрес ҫине – Иисуса, тепӗр иккӗшне вара Унран икӗ енне.
Хӑйпе пӗрле пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.
Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа пӗрле пӑталанисенне иккӗшӗнне те ури тунисене ҫапса ватнӑ.
Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.