Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 19:17 - Синодальный НЗ

17 Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 19:17
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар.


Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ.


Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ.


Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.


Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.


Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.


«Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитсен Иисуса та, икӗ вӑрӑ-хурахне те хӗрессем ҫумне пӑталанӑ. Пӗрне – Унӑн сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталаса хунӑ.


Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.


Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр.


Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнӑ, хӑй суд тумалли вырӑна ларнӑ. Чултан купаланӑ ҫак ҫӳллӗ вырӑна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теҫҫӗ.


Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ.


Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ