15 Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем.
Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн?»
Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
«Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем.
Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат.
Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ.
мӗншӗн тесен хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: «Вӗлерес ӑна!» – тесе кӑшкӑрашса пынӑ.
Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!»