9 Ҫапла майпа „Эсӗ Мана панисене Эпӗ пурне те упраса хӑвартӑм“ тесе маларах калани пурнӑҫланнӑ.
Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.
«Эпӗ-ха Вӑл тесе каларӑм-ҫке сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Мана шыратӑр пулсан эппин ыттисене ан тивӗр, вӗсене кайма ирӗк парӑр».
Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла.