5 «Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ.
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп.
Иисус, Хӑйӗнпе мӗн пуласса йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Кама шыратӑр?»
Иисус «Эпӗ-ха Вӑл» тенине илтсессӗнех вӗсем каялла чакнӑ та, ӳксе, ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ.
Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус».