40 Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.
Ҫавӑн чухне тӗрмере пӗр Варавва ятлӑ паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ.
Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Ҫавӑн чухне пӗр Варавва ятлӑ ҫын ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ. Вӗсем пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗ пулнӑ.
Вӑл пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ Вараввӑна вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларса янӑ, Иисуса вара вӗсен аллине панӑ.