Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 18:32 - Синодальный НЗ

32 Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 18:32
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».


«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».


«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ.


Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ.


«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»


Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.


«Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем.


Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра.


Ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пуш хирте ҫӗлене ҫӗкленӗ евӗрлех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.


Ҫавӑнпа та Иисус татах каланӑ: «Эпӗ Кам пулнине Мана хӗрес ҫине ҫӗклесен тин пӗлӗр. Ун чухне эсир Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Аттем вӗрентнӗ пек кӑна каланине те ӑнланӑр.


Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан.


Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ