«Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ.
Ҫак самантран пуҫласа Пилат Иисуса ирӗке кӑлармашкӑн май шыранӑ. «Ӑна ирӗке ярсан эсӗ императорӑн тусӗ те мар вара! Хӑйне хӑй патша тесе калакан кашни ҫын – император тӑшманӗ!» – тесе кӑшкӑрашнӑ иудейсем.