3 Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.
«Ун чухне Ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ вунӑ хӗр евӗрлӗ пулӗ.
Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.
Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.
Ҫанталӑк сивӗ пулнӑран тарҫӑсемпе чурасем вут хурса ӑшӑнса тӑнӑ. Петр та вӗсемпе пӗрле пулнӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл.
Аслӑ священниксемпе вӗсен тарҫисем Ӑна курсанах: «Пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар!» – тесе кӑшкӑрнӑ. «Эпӗ Унра нимӗнле айӑп та тупмастӑп, тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр», – тенӗ вӗсене Пилат.
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.
Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.