29 Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?»
«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ пуҫлӑх. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Вӗсем ӑна хуравланӑ: «Вӑл усал ӗҫ туман пулсан, эпир Ӑна сана тытса памӑттӑмӑр».
Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»
Эпӗ вӗсене ҫапла тавӑрса каларӑм: Рим йӑлипе, айӑпланаканпа айӑплакансене куҫа-куҫӑн тӑратмалла тата айӑпланаканне хӳтӗленме ирӗк памалла, унсӑрӑн ҫынна вӗлерме тытса пама юрамасть.
Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.