Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 18:28 - Синодальный НЗ

28 Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 18:28
33 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ.


Салтаксем Ӑна претори картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ.


Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса:


Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Таврари чылай халӑх пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ.


Ӑна малтанах Анна патне илсе пынӑ. Анна вӑл ҫав ҫул аслӑ священникра ларакан Каиафӑн хуньӑшӗ пулнӑ.


Иисус хыҫӗнчен Петр текен Симонпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ. Ҫав вӗренекенне аслӑ священник палланӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗме пултарнӑ.


Пилат вара каллех преторине кӗнӗ те Иисуса чӗнсе илсе каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?»


Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп».


«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».


Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене.


Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.


«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ.


Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“.


«Эсӗ ӳт кастарманнисемпе хутшӑнтӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн», – тенӗ вӗсем.


Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.


Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ