27 Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ ӑна Иисус, – кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн калаҫнине пӗлместӗп те, ӑнланаймастӑп та», – тенӗ. Вара малти картишне тухнӑ, ҫавӑнтах автан авӑтса янӑ.
«Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».