25 Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче, ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ», – тенӗ.
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче ларнӑ. Аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫи, пырсан,
Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.
Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ».
Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ.