22 Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл.
Хӑшӗ-пӗрисем Ун ҫине сура пуҫланӑ, Иисусӑн питне хупласа, ҫапа-ҫапа каланӑ: «Пророк пулсан кам ҫапнине кала!» Ӑна тарҫӑсем те питрен ҫупа-ҫупа янӑ.
Эсӗ мӗншӗн Манран ыйтатӑн? Эпӗ мӗн каланине итленӗ ҫынсенчен кайса ыйт. Эпӗ мӗн вӗрентнине вӗсем пӗлеҫҫӗ».
Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.
«Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ.