Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр.
Патша та кун пирки пӗтӗмпех пӗлет, ҫавӑнпа та эпӗ хӑюллӑнах калаҫатӑп. Мӗн те пулин унран пытарса хӑварнӑ пулӗ тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ куҫ хыҫӗнче пулса иртмен.