2 Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.
«Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын.
Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.
Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.