Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 18:17 - Синодальный НЗ

17 Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 18:17
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.


Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ.


Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ.


Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.


«Назорей Иисуса», – тенӗ лешсем. «Эпӗ-ха Вӑл», – тенӗ Иисус. Ӑна тытса паракан Иуда та ҫав ушкӑнрах тӑнӑ.


«Эпӗ-ха Вӑл тесе каларӑм-ҫке сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Мана шыратӑр пулсан эппин ыттисене ан тивӗр, вӗсене кайма ирӗк парӑр».


Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул».


Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ