16 Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ.
Петр ҫав хушӑра тулта, картишӗнче, ларнӑ. Ун патне пӗр хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та: «Эсӗ те Галилейӑри Иисуспа пӗрлеччӗ», – тенӗ.
Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.
Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ.
Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ.