Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 18:15 - Синодальный НЗ

15 Иисус хыҫӗнчен Петр текен Симонпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ. Ҫав вӗренекенне аслӑ священник палланӑ, ҫавӑнпа вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗме пултарнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 18:15
6 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.


Петр вара аслӑ священник ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. Картишне кӗрсессӗн вӑл унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ.


Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ.


Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.


Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патӗнчен преторине илсе пынӑ. Ирсӗрленес мар тесе вӗсем преторине кӗмен, мӗншӗн тесен хӑйсен йӑлипе каҫхине пасха апачӗ ҫимелле пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ