12 Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарҫисем Иисуса тытса ҫыхнӑ.
Иисуса тытакансем Ӑна Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе пынӑ. Унта саккун вӗрентӳҫисемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем те пухӑннӑ пулнӑ.
Вара Ӑна ҫыхтарнӑ та Рим лартнӑ Понтий Пилат пуҫлӑх патне илсе кайнӑ.
Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ.
Иисуса чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Вара ҫавӑнта ытти аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ.
Ирхине, тул ҫутӑлсанах, аслӑ священниксем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, саккун вӗрентӳҫисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышӑннипе Иисуса ҫыхса Пилат патне илсе кайнӑ.
Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ.
Ҫапла вара, Иуда пӗр ушкӑн салтака тата аслӑ священниксемпе фарисейсен тарҫисене ертсе унта пынӑ. Пурте вӗсем хунарсемпе ҫутаткӑҫсем йӑтнӑ, хӗҫсемпе пулнӑ.
Кесарире тӑракан Итали полкӗ текен полкра Корнилий ятлӑ пӗр ҫӗрпӳ пулнӑ.
Вӗсем ӑна вӗлерме те хатӗрленнӗ ӗнтӗ, анчах та пинпӗве пӗтӗм Иерусалим пӑлханни ҫинчен пӗлтерме ӗлкӗрнӗ.
Крепоҫе кӗнӗ чухне Павел пинпӳрен ыйтнӑ: «Ман сана каламалли пур. Калама юрать-и?» «Эсӗ грекла та пӗлетӗн-им? – тенӗ лешӗ.
Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.