10 Петр текен Симонӑн хӗҫ пулнӑ. Вӑл хӗҫне туртса кӑларнӑ та аслӑ священник чури ҫине сулса ярса унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. Ҫав чура Малх ятлӑ пулнӑ.
«Чӑн калатӑп сана, – тенӗ вара ӑна Иисус, – кӗҫӗрех, автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн».
Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ.
«Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
Аслӑ священникӑн чурисенчен пӗри, хайхи хӑлхине Петр касса татнин тӑванӗ, ҫапла ыйтнӑ: «Эпӗ сана садра Унпа пӗрле курманччӗ-и-ха?»