9 Эпӗ вӗсемшӗн тархаслатӑп. Пӗтӗм тӗнчешӗн мар, Эсӗ Мана панисемшӗн кӗлтӑватӑп, мӗншӗн тесен вӗсем – Санӑн.
Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар».
Иисус каланӑ: «Эй, Аттем, каҫар вӗсене! Вӗсем хӑйсем мӗн тунине те пӗлмеҫҫӗ». Иисуса пӑталанӑ салтаксем вара Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Сысна пӑхакансем мӗн пулса иртнине курсан хуланалла чупнӑ, хӑйсем мӗн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ.
Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.
Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп.
Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ.
Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.
Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла.
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Тӗнчене пултаричченех пусса Турра кӳнӗ Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камӑн ятне ҫырса хуман, ҫавсем пурте ӑна пуҫҫапӗҫ.
Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.