Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.
Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».
Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр.
Сирӗн пирӗнпе хутшӑнса пурӑнмашкӑн май пултӑрччӗ тесе сире хамӑр курни-илтни ҫинчен хыпарлатпӑр. Эпир вара Атте Турӑпа тата Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа хутшӑнатпӑр.
Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.