20 Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп.
Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.
Вӗсем те Санӑн чӑнлӑхупа тасалччӑр тесе Хама Эпӗ вӗсемшӗн паратӑп.
Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп.
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ.
ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.