11 Эпӗ ӗнтӗ тӗнчере мар, вӗсем вара тӗнчерех-ха. Эпӗ Сан патна пыма тухатӑп. Эй, Святой Аттем! Вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр тесе Эсӗ Мана панӑ Хӑвӑн ятупа вӗсене упрасамччӗ.
«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр».
Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: „Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр;
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.
Эпӗ Аттемрине, эсир Манрине, Эпӗ сирӗн чунӑртине эсир ҫав кун пӗлӗр.
Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм. Халӗ вара, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп».
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.
Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ.
Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ, часах Хама кунта Яракан патне кайӑп.
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр.
Ҫырнинче Турӑ Египет патшине ҫапла каланӑ: «Сан урлӑ Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗр ҫинче Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм».
Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: пурте шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, харкашмасӑр-тумасӑр пурӑнӑр; пӗр кӑмӑллӑн, пӗр шухӑшлӑн ҫӳрӗр.
Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр.
Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр.
Ҫавӑншӑн Турӑ Ӑна пуринчен те ҫӳле ҫӗкленӗ, Ӑна пур ятран та аслӑрах ят панӑ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.
Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать.
Пирӗн Каин пек пулас марччӗ. Вӑл, шуйттанӑн пулнӑран, хӑйӗн пӗртӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ-ха вӑл ӑна? Мӗншӗн тесен хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, пӗртӑванӗн ӗҫӗсем вара тӳрӗ пулнӑ.
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пӗртӑван Иудӑран – Атте Турӑ сӑвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурӑнакан чӗнсе илнисене.
Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,
Эй, Хуҫамӑр! Кам Санран хӑрамасӑр тӑрайтӑр? Кам Санӑн ятна мухтамӗ? Мӗншӗн тесен Эсӗ пӗртен-пӗр таси. Мӗн пур халӑхсем Сана пырса пуҫҫапӗҫ, мӗншӗн тесен Санӑн тӳрӗлӗхӳ куҫкӗретех!»
Куҫӗсем Унӑн вут ҫулӑмӗ пек, пуҫӗ ҫинче темӗн чухлӗ пуҫ кӑшӑлӗсем. Ҫавсем ҫине Унӑн ятне ҫырнӑ, Хӑйӗнсӗр пуҫне вӑл ята никам та пӗлмест.
Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»