1 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Унтан, виҫҫӗмӗш хут кӗлтуса тавӑрӑнсан, Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир ҫаплах ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: акӑ Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ.
Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“
Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир».
Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана.
Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ.
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
– Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.
Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.
Ҫакна Иисус Хӑйне ӗненекенсем илес Святой Сывлӑш ҫинчен каланӑ. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вӗсен чун-чӗринче Святой Сывлӑш пулман-ха.
Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.
Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.