9 Сывлӑш ҫынсем ҫылӑхлӑ пулнине кӑтартса парӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Мана ӗненмеҫҫӗ.
Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ.
Лӑплантаракан Сывлӑш килӗ те – ҫылӑх ҫинчен, тӗрӗслӗх ҫинчен, суд ҫинчен тӗнче тӗрӗс мар шутланине кӑтартса парӗ.
Тахҫан эпӗ саккун мӗнне пӗлмесӗрех пурӑнаттӑм, анчах та пил-хушусене пӗлсессӗн ҫылӑх чӗрӗлчӗ,
Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр.