„Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах.
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Мӗн тесшӗн ара Вӑл? „Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр. Тепӗртакран Мана каллех курӑр“, – тет. Тата: „Эпӗ Аттем патне каятӑп“ – тет.